dcsimg

Хир пăсари ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages

Хир пăсарисăсар йышшисем шутне кĕрекен чĕрчун. Хир пăсари тесе ăна ахальтен каламан, вăл ытларах уй-хирте, çаранлă вырăнсенче пурăнать. Вăрман хĕррисене, вĕтлĕхе хир пăсарисем апат шырама çеç каяççĕ. Çын пурăнакан вырăна тиркеççĕ. Хир пăсари - чăн-чăн çăткăн чĕрчун. Вăл кăшлакан чĕрчунсемпе кăна тăранса пурăнать. Хăйĕн валли ятарласа йăва туса аппаланмасть çак пăсара - сăвăр, тыркас, арлан йăвисене пысăклатса йышăнать. Пĕр вырăнта нумай пурăнмасть - апат пĕтсе çитсен урăх вырăна пурăнма куçать. Çу уйăхĕнче ами 8-10 çура тăвать. Çурисем икĕ уйăхран-икĕ уйăх çурăран уйрăм пурăнма пуçлаççĕ. Пирĕн тăрăхра хир пăсари йышĕ 100 пуçран иртмест.

Каçăсем

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors

Хир пăсари: Brief Summary ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages

Хир пăсари — сăсар йышшисем шутне кĕрекен чĕрчун. Хир пăсари тесе ăна ахальтен каламан, вăл ытларах уй-хирте, çаранлă вырăнсенче пурăнать. Вăрман хĕррисене, вĕтлĕхе хир пăсарисем апат шырама çеç каяççĕ. Çын пурăнакан вырăна тиркеççĕ. Хир пăсари - чăн-чăн çăткăн чĕрчун. Вăл кăшлакан чĕрчунсемпе кăна тăранса пурăнать. Хăйĕн валли ятарласа йăва туса аппаланмасть çак пăсара - сăвăр, тыркас, арлан йăвисене пысăклатса йышăнать. Пĕр вырăнта нумай пурăнмасть - апат пĕтсе çитсен урăх вырăна пурăнма куçать. Çу уйăхĕнче ами 8-10 çура тăвать. Çурисем икĕ уйăхран-икĕ уйăх çурăран уйрăм пурăнма пуçлаççĕ. Пирĕн тăрăхра хир пăсари йышĕ 100 пуçран иртмест.

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors